Шкул библиотекинче вырӑс тата чӑваш чӗлхисен словарӗсен куравӗ эрнипех ӗҫлет. 7Ф класра вӗренекен хӗрачасен ушкӑнӗ Н.И.Ашмарин хатӗрленӗ 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине» кӑсӑклансах тепӗр хут пӑхрӗҫ.