Пирӗн шкулта Чӑваш наци музейӗн куҫса ҫӳрекен куравне йӗркеленӗ. Кунта СССР виҫҫӗмӗш лётчик космонавтне Андриян Николаева, унӑн ҫывӑх ҫыннисене, юлташӗсене сӑнланӑ сӑн ӳкерчӗксене курма пулать.
5 класра вӗренекенсем тӑван ен историйӗпе культура урокӗсенче чылай паллӑ ентемӗшӗрсен кун-ҫулне, ӗҫ-хӗлне пӑхса тухаҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхине халалланӑ эрнелӗхре ачасем Андриян Николаев ҫинчен хатӗрленӗ презентацие тишкерчӗҫ, ыйтусене хуравларӗҫ. Куравра сӑн ӳкерчӗксемпе паллашни тавра курӑма ӳстерме татах та май парать.