Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ мероприятисен йӗркипе пирӗн шкулти 8—11 классенче вӗрненекенсем «Тӑван чӗлхе — пӗлӳ чӗлхи» онлайн викторинӑна хутшӑнса сертификатсем илчӗҫ. Ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи чӑваш тата вырӑс филологийӗн факультечӗ ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа 25-мӗшӗччен ирттерет.
Викторинӑн тӗп тӗллевӗсемпе задачисем — вӗренекенсен тӑван чӗлхепе литература пӗлӗвне анлӑлатасси; çамрӑксене тӑван халахӑн çыруллӑ, сӑмах вӗççӗн çӳрекен культурипе паллаштарасси; тӑван çӗре, патшалӑха хисеплес туртӑма аталантарма тата ачасен тавра курӑмне ӳстерме пулӑшасси; анне чӗлхи урлӑ вӗренекенсене наци тата этнос харпӑр хӑй ӑнланулӑхне йӗркелеме пулӑшасси; ачасемпе çамрӑксен чӗлхин сӑмах пуянлӑхне ӳстерме, ытарлӑхӗпе сӑнарлӑх туйӑмне аталантарма майсем туса парасси.