Ҫулсерен пирĕн шкулта чăваш тата вырăс чĕлхисене халалланă эрнелĕх ака уйăхĕнче иртет. Кăҫал эрнелĕхе Чăваш енĕн паллă ҫыннисене халалланă.
Йышăннă план тăрăх ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ М.А. Семенова 2В класра «Ҫуркунне» темăпа уҫă урок ирттерчĕ. Урокра ачасем ҫуркунне паллисем ҫинчен калаҫрĕҫ, кайăксен, йывăҫсен, чечексен ячĕсене аса илчĕҫ, тупмалли юмахсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе, кроссвордсемпе ĕҫлерĕҫ, ҫут ҫанталăка юратмаллине, упрамаллине палăртрĕҫ.