Акан 17-мӗшӗнче ZOOMра тӑван чӗлхе вӗрентекенсен тӗнче шайӗнчи ӑслӑлӑхпа наука онлайн конференцийӗ иртрӗ. Унӑн теми — «Тӑван чӗлхене вӗрентнӗ чух усӑ куракан тухӑҫлӑ меслетлӗхсемпе технологисем». Мероприятие хутшӑннисен йышӗ Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан кӑна мар, Белоруссипе Казахстан тата ытти ҫӗр-шывран пулчӗ. Ӗҫтешсем вӗрентӳри ҫивӗч ыйтусене хускатрӗҫ, тухса калаҫакансем хӑйсен паха опычӗпе паллаштарчӗҫ.
Йӗркелӳҫӗ тата ертсе — Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Александр Марсович Степанов.
Конференци тухӑҫлӑ, кал-кал ӗҫлерӗ, пурне те килӗшрӗ.