Ҫулсерен пирӗн шкулта чӑваш тата вырӑс чӗлхисене халалланӑ эрнелӗх ака уйӑхӗнче иртет. Ку, паллах, ахальтен мар. Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑ кун — апрелӗн 25-мӗшӗ — Чӑваш чӗлхи кунне палӑртасси йӑлана кӗнине кашниех пӗлет.
Йышӑннӑ планпа тӗрлӗ мероприятие шкул ачисем хаваспах хутшӑнаҫҫӗ.
Эрнелӗхе уҫнӑ май вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, шкул пӗтернисем хӑйсен юратнӑ педагогне, вырӑс чӗлхипе литератури учительне Светлана Шамильевна Черепановӑна юбилейпа саламларӗҫ. Ырӑ та ӑшӑ сӑмахсемпе ӑнаҫусем, сывлӑх сунчӗҫ, лайӑх кӑмӑл парнелерӗҫ.